Чӑваш Енри фотоӑстасем «Дети России-2020» (чӑв. Раҫҫей ачисем-2020) конкурса хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсенчен пӗри, Александр Вражкин, виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «О крае Чувашском поет душа» (чӑв. Чӑваш Ен ҫинчен юрлать ман), «Мы подружки — словно куклы» (чӑв. Тусӑмсем – пукане тейӗн), «С голубого ручейка начинается река» (чӑв. Пӗчӗк шывран юханшыв пуҫланать).
Пӗринче чӑваш тумӗллӗ виҫӗ пӗчӗк хӗрача, иккӗмӗшӗнче наци музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур Николай Фомиряков ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Акатуйра ачасем шӑхлич калани, виҫҫӗмӗшӗнче Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринчи шӑпӑрлансем руна ҫырулӑхӗпе паллашни сӑнланнӑ.
Ентешӗмӗрсен фотоӗҫӗсемшӗн конкурс сайтӗнче сасӑлама пулать.
Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1936 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 76 ҫын хушӑннӑ. Паян валли тепӗр 40 ҫын сывалнӑ. Вилнисем ҫук, кӑтарту унчченхи пекех - 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ – Шупашкарта (596 ҫын). Етӗрне районӗнче – 154, Канаш районӗнче (Канаш хули те кӗрет) – 120, Шупашкар районӗнче – 99, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 97, Ҫӗмӗрле районӗнче – 91, Патӑрьел районӗнче 77, Муркаш районӗнче 69, Вӑрмар районӗнче – 68, Тӑвай районӗнче 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлет.
Ытти районта инфекциленнисен йышӗ 50 ҫынран сахалрах. Чи юлашки вырӑнта – Куславкка районӗ. Унта 6 ҫын чирленӗ. Ун умӗн – Красноармейски районӗ. Ку тӑрӑхра 7 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗн сучӗ икӗ арҫынна вӑрланӑшӑн айӑпланӑ, вӗсене 280 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Хайхискерсем «Ленин ячӗллӗ колхоз» ЯХПКра выльӑх пӑхаканра ӗҫленӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсем ӳсӗр пулнӑ, тырӑ складӗнчен выльӑх апачӗ тата урпа вӑрлама шухӑшланӑ.
Ҫак икӗ арҫын складран тӑватӑ михӗ урпа, виҫӗ михӗ выльӑх апачӗ йӑтса тухнӑ. Пӗтӗмпе – 4 пин тенкӗлӗх. Анчах ӳсӗр арҫынсем ҫакланнӑ, вӗсене явап тыттарнӑ.
Чӑваш Ен Спорт министерстви Сывлӑх кунӗсене чи лайӑх ирттерекен районсене, ял тӑрӑхӗсене, организацисене, микрорайонсене, сооруженисене, асра юлмалли мероприятисене палӑртнӑ. Ӗҫе вӗсем иртнӗ ҫула тишкерсе хакланӑ. Конкурса пурӗ 50-а яхӑн материал тӑратнӑ.
Ял тӑрӑхӗсенчен Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ, Красноармейски районӗнчи Красноармейски, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗ мала тухнӑ.
Лауреатсен ятне Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тата Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗсем, Канашри «БАМ микрорайон», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ.
Районсенчен Вӑрмар, Елчӗк, Шупашкар районӗсем ҫӗнтернӗ. Патӑрьел районне ЧР Спорт министерствин лауреат тесе йышӑннӑ.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв.Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсене тупса палӑртнӑ. Чылай ҫынна килтен тухмасӑр ларма хушнӑ-мӗн.
Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫуртӗнче те ҫав вируспа чирлисем пур имӗш. Интернат ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе карантинта-мӗн.
Асӑннӑ ик хыпара темиҫе кун маларах тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв. Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликри хыпара «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) ушкӑна илсе вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Акцие Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Красноярск тӑрӑхӗнчи тата ытти ҫӗрти чӑвашсем хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑ вуланӑ, ҫавна видеролик ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
#люблючувашский (чӑв. чӑваш чӗлхине юрататӑп) хештэглӑ видероликсене ачасемпе студентсем те, воспитательсемпе вӗрентекенсем те, ваттисем те вырнаҫтарнӑ.
Сӑвӑ вулакансенчен чи ҫамрӑкки 3 ҫулта пулнӑ, чи асли - 83-ре. Шупашкар районӗнчи Праньккара пурӑнакан 83 ҫулти Клавдия Иванова Любовь Мартьянован «Кун килет те каять ҫаврӑнса» сӑввине хавхаланса вуланӑ, виҫҫӗри Ева Кириллова «Пукане яла каять…» хайлава тӑрӑшса каланӑ. Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра ҫуралнӑ, халӗ тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑка ушкӑнпа вуласа видеролик хатӗрленӗ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи шкулта календарьти кунсене сӑнасах тӑраҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе литература эрнине, сӑмахран, кӑшӑлвируса пула ачасем килте ларнине пӑхмасӑрах анлӑн ирттерме май пултарнӑ вӗсем. Унта кашни класс хӑйӗн ӑсталӑхне май килнӗ таран туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикин элемесӗн кунӗ пирки те манман. «Пирӗн герб, ялав, гимн— халӑх мӑнаҫлӑхӗ», — теҫҫӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче. Ҫавна май викторина ирттернӗ. Ытти тӗрлӗ акцие, конкурса, ӑмӑртӑва, курава та ачасем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Маттурсене тата вӗсене пулӑшса пыракан ашшӗ-амӑшне Хисеп хучӗсемпе Тав хучӗсемпе хавхалантарма палӑртнӑ. Мероприятисене ирттерме шкулти хастар вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывни каламасӑрах паллӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ. Килӗсенче ачасем чӑвашла мультфильмсем пӑхнӑ. «Ӑслӑ хӗр», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Улпут лаша пулнӑ пирки», «Тӑлӑх тилӗ», «Йӑван паттӑр», «Мӗнле тӑвас е Куйкӑрӑш» тата ыттине курса вӗсенче мӗн калас тенине ӑша хывма тӑрӑшнӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑхнӑ мультфильмсем тӑрӑх инҫет мелпе ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. 6-мӗш класри Ульяна Федотова вара курава чӑваш тӗрриллӗ уйрӑм ӳкерчӗк туса, ӑна сӑвӑпа илемлетсе ярса панӑ.
Пултаруллӑ ачасен йышӗнче Алина Николаева ҫаксене асӑннӑ: 5-мӗш класри Дима Ильин, 6-мӗш класри Катя Павлова, Ангелина Васильева, Ульяна Федотова, Игорь Бардасов, 7-мӗш класри Павел Борисов, 8-мӗш класри Дарья Бойкова, Роман Фомин, Августина Семенова, 9-мӗш класри Даниил Степанов. 3-мӗш класри Виталий Фомин Роман пиччӗшӗнчен юлас темен — мультфильм курнӑ хыҫҫӑн хавхаланса ӳкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |